Анчах та лешӗ, кайнӑ-кайманах, мӗн пулса иртни ҫинчен пурне те пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Иисусӑн вара хулана куҫкӗретӗнех кӗресси пӗтнӗ, Вӑл хула тулашӗнче, ялсӑр вырӑнсенче ҫӳренӗ. Ун патне халӑх пур ҫӗртен те пырсах тӑнӑ.
Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ».
Мӗншӗн тесен Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сирӗн патран Македонипе Ахаияра кӑна мар, пур ҫӗре те сарӑлчӗ. Эсир Турра епле ӗненнине пур ҫӗрте те пӗлнӗрен пирӗн хушса каламалли нимех те ҫук.