13 нумай-нумай усал сывлӑш хӑваласа кӑларнӑ, чылай чирлӗ ҫынна ҫу сӗрсе сыватнӑ.
Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Иисус Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ. Вара вӗсене, усал сывлӑшсене пӑхӑнтарма хӑват парса, икшерӗн-икшерӗн вӗрентме янӑ.
Ҫитмӗл вӗренекенӗ савӑнса тавӑрӑннӑ та Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Сан ятна асӑнсанах пире усалсем те пӑхӑнаҫҫӗ».