8 Мӗншӗн тесен Иисус ӑна: «Усал сывлӑш, тух ҫак ҫын ӑшӗнчен», – тенӗ пулнӑ.
«Чарӑн! – ҫирӗппӗн хушнӑ Иисус. – Тух ун ӑшӗнчен!»
«Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ Иисус! – тесе хыттӑн кӑшкӑрнӑ вӑл. – Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Турӑ ячӗпе Сана тархаслатӑп, ан асаплантар мана».
«Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ унран Иисус. «Эпир нумаййӑн, ҫавӑнпа та эпӗ „пулккипех“ ятлӑ», – тенӗ Ӑна лешӗ.
Вӑл чылай кун хушши ҫапла хӑтланчӗ. Вара Павел, тарӑхса кайса, ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те: «Иисус Христос ячӗпе эпӗ сана хӗрарӑм ӑшӗнчен тухма хушатӑп!» – терӗ усал сывлӑша. Ҫав самантрах усал сывлӑш ун ӑшӗнчен тухрӗ.