«Асту, кун ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Кайса хӑвна священника кӑтарт та ху тасалнӑшӑн, Моисей саккунӗ хушнӑ пек, Турра парне кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ».
Анчах Вӑл пур ҫынна та курӑнмарӗ, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерме Турӑ малтанах суйласа илнӗ ҫынсене – пире анчах курӑнчӗ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн эпир Унпа пӗрле ӗҫсе ҫирӗмӗр.