42 Хӗр ача – вӑл ӗнтӗ вун икӗ ҫулсенче пулнӑ – вара тӳрех тӑнӑ та утма пуҫланӑ. Ҫакна курсан пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗринчен ҫапла ыйтнӑ: «Мӗн пулчӗ ку? Мӗнле ҫӗнӗ вӗрентӳ ку? Вӑл усал сывлӑшсене те Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе хушать, лешсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ».
Питӗ хӑраса кайнипе вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать».
Унтан хӗр ачана аллинчен тытнӑ та: «Талифа куми!» – тенӗ. Ку: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр!» – тенине пӗлтерет.
Ҫак ӗҫ пирки никам та ан пӗлтӗр тесе Иисус вӗсене ҫирӗппӗн каласах чарнӑ. Вара хӗре ҫимелли пама хушнӑ.
Вӑл вӗсен кимми ҫине ларсанах ҫил чарӑннӑ. Вӗренекенӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
«Вӑл мӗн туни пӗтӗмпех вырӑна килет, – тенӗ вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе, – хӑлхасӑррисем те илтме тытӑнаҫҫӗ, чӗлхесӗррисем те калаҫма пуҫлаҫҫӗ».