41 Унтан хӗр ачана аллинчен тытнӑ та: «Талифа куми!» – тенӗ. Ку: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр!» – тенине пӗлтерет.
Иисус ун патне пынӑ та аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратнӑ. Хӗрарӑмӑн чирӗ ҫавӑнтах иртсе кайнӑ, вара вӑл вӗсене хӑналама пуҫланӑ.
Иисус, хӗрхенсе, аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал».
Ҫынсем Иисусран кулма пуҫланӑ. Анчах та Вӑл ыттисене пӳртрен тухма хушнӑ та хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗпе тата Хӑйпе пулнисемпе пӗрле хӗр ача выртакан пӳлӗме кӗнӗ.
Хӗр ача – вӑл ӗнтӗ вун икӗ ҫулсенче пулнӑ – вара тӳрех тӑнӑ та утма пуҫланӑ. Ҫакна курсан пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
«Эпӗ сана нумай халӑхӑн ашшӗ туса хутӑм», – тенӗ Ҫырнинче. Авраам Турра ӗненнӗ, вӑл пирӗншӗн Турӑ умӗнчи аттемӗр пулса тӑнӑ. Турӑ вара вилнисене чӗртсе тӑратать, Унӑн ирӗкӗпе ӗнтӗ пулманни пур пулать.
Пӗтӗм тӗнчене пӑхӑнтарнӑ Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе усӑ курса Вӑл пирӗн мӗскӗн ӳт-пӗве урӑхлатӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ Ӳт-пӗвӗ евӗрлӗ тӑвӗ.