39 «Мӗншӗн каплах кулянса йӗретӗр? – тенӗ Вӑл пӳрте кӗрсенех. – Хӗр ача вилмен, ҫывӑрать кӑна».
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Тухӑр-ха кунтан, хӗр ача вилмен, вӑл ҫывӑрать кӑна». Ҫакна илтсен Иисусран кулма пуҫланӑ.
Иисус синагога пуҫлӑхӗн килне ҫитнӗ те аптӑраса кайнӑ ҫынсене курнӑ, хӳхлесе хыттӑн йӗнине илтнӗ.
Ҫынсем Иисусран кулма пуҫланӑ. Анчах та Вӑл ыттисене пӳртрен тухма хушнӑ та хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗпе тата Хӑйпе пулнисемпе пӗрле хӗр ача выртакан пӳлӗме кӗнӗ.
Павел анчӗ те, ҫамрӑк ҫын ҫине пӗшкӗнсе, ӑна ыталаса илчӗ. «Ан кулянӑр, – терӗ вӑл, – унӑн чунӗ тухман-ха!»
Акӑ мӗншӗн сирӗн хушшӑрта халсӑррисем, чирлисем нумай; вилекенсем те йышлӑ.
Пире пурӑннӑ чухне те, вилсессӗн те Хӑйӗнпе пултарас тесе, Христос пирӗншӗн пурӑнӑҫне панӑ.