Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра, Иакова тата Иоана ыттисенчен уйрӑммӑн Хӑйпе пӗрле ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ. Вара Унӑн сӑн-сӑпачӗ вӗсен умӗнчех улшӑннӑ:
Петр пурне те пӳлӗмрен тухма хушнӑ та чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ. Унтан вӑл вилнӗ хӗрарӑм енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Тавифа, тӑр!» Вара хайхи хӗрарӑм куҫне уҫнӑ та, Петра курсан, тӑрса ларнӑ.