Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 5:36 - Синодальный НЗ

36 Анчах та Иисус, ҫак сӑмахсене илтсенех, синагога пуҫлӑхне: «Ан хӑра, ӗнен кӑна», – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 5:36
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен эсир ҫителӗксӗр ӗненетӗр. Чӑн калатӑп сире: эсир пӗр пӗрчӗк анчах ӗненсессӗн те, ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, – тесен, вӑл куҫса ларӗччӗ. Эсир пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ.


Иисус вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ чухне пӗр пуҫлӑх Ун патне пынӑ та пуҫҫапсах каланӑ: «Хӗрӗм вилесле выртать, Эсӗ пырса ун ҫине аллуна хурсам, вара вӑл чӗрӗлӗччӗ».


Ҫавӑнта синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаир ятлӑскер, пынӑ. Иисуса курсанах, Ун ури умне ӳксе, вӑл питӗ хытӑ тархасла пуҫланӑ: «Хӗрӗм вилесле выртать, пырсамччӗ, сывалса чӗрӗ юлтӑр тесе ун ҫине аллуна хурсамччӗ».


«Хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана. Канӑҫлӑ каях, чирӳнтен сывал!» – тенӗ вара ӑна Иисус.


Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать».


Анчах та Иисус, ҫавна илтсенех, Иаира каланӑ: «Ан хӑра, ӗнен кӑна, хӗрӳ ҫӑлӑнӗ».


«Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха Эпӗ сана?» – тенӗ ӑна Иисус.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ