Иисус вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ чухне пӗр пуҫлӑх Ун патне пынӑ та пуҫҫапсах каланӑ: «Хӗрӗм вилесле выртать, Эсӗ пырса ун ҫине аллуна хурсам, вара вӑл чӗрӗлӗччӗ».
Иисус ҫула кайма тухнӑ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ырӑ Вӗрентекен! Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулас тесен манӑн мӗн тумалла-ши?»