33 Хӑранипе чӗтреме ернӗ хӗрарӑм вара, хӑйпе мӗн пулса иртнине пӗлекенскер, Иисус патне пынӑ та Ун умне ӳксе тӗрӗссине каласа панӑ.
Питӗ хӑраса кайнипе вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать».
Анчах та Иисус, Хӑйне кам сӗртӗннине курас тесе, ҫаплипех йӗри-тавралла пӑхкаланӑ.
«Хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана. Канӑҫлӑ каях, чирӳнтен сывал!» – тенӗ вара ӑна Иисус.
Ангела курсан Захария тӗлӗннипе хӑрасах кайнӑ.
Ангел сӑмахӗсене илтсен Мария аптӑрасах кайнӑ. Ҫапла ырӑ сунса саламлани мӗне пӗлтерет-ши тесе шухӑшланӑ.
Хӗрарӑм хӑй сӗртӗнни сисӗнмесӗр юлманнине курсан Иисус патне чӗтресе пынӑ. Вара Ун умне ӳксе мӗншӗн сӗртӗннине тата сӗртӗнсенех епле сывалнине Ӑна пӗтӗм халӑх умӗнче каласа кӑтартнӑ.