Иисус вара: «Кам Мана сӗртӗнчӗ?» – тесе ыйтнӑ, анчах пурте туннӑ. Петр та, Иисуспа пӗрле пулнисенчен ыттисем те ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Сан тавра халӑх кӗпӗрленсе пырать, хӗстерет. Эсӗ тата Мана кам сӗртӗнчӗ тетӗн».
Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. Вара Вун иккӗшӗ Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Халӑха яр, вӗсем ҫывӑхри ялсене ҫӗр выртма кайччӑр, апат-ҫимӗҫ туянччӑр, мӗншӗн тесен кунта ҫын пурӑнман вырӑн».