30 Иисус, Хӑйӗнчен хӑват тухнине чунӗпе ҫав самантрах сиссе, халӑха пӑхса ҫавӑрӑннӑ та: «Тумтирӗме кам сӗртӗнчӗ?» – тенӗ.
Вара вӗренекенӗсем Ӑна ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн тавра халӑх кӗпӗрленнине курса тӑнӑ ҫӗртех епле-ха Эсӗ: „Тумтирӗме кам сӗртӗнчӗ?“ – тетӗн».
Пӗррехинче Иисус халӑха вӗрентнӗ. Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем те унта ларнӑ. Чирлисем сывалнипе Хуҫа Турӑ вӑй-хӑвачӗ палӑрнӑ.
Пӗтӗм халӑх Ӑна сӗртӗнесшӗн пулнӑ, мӗншӗн тесен Унран тухакан хӑват пурне те сыватнӑ.
«Ман ҫумма пӗри сӗртӗнчӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Хамран хӑват тухнине сисрӗм», – тенӗ Иисус.
Эсир вара – суйласа илнӗ халӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Туррӑн ҫыннисем. Сирӗн тивӗҫӗр – хӑвӑра тӗттӗмрен Хӑйӗн чаплӑ ҫутине Чӗнсе илекенӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен хыпарласси.