29 Ҫавӑнтах хӗрарӑмӑн юн кайма пӑрахнӑ, чир-чӗртен сывалнине вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ.
Ҫавӑн чухне юн кайнипе вун икӗ ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ.
«Хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана. Канӑҫлӑ каях, чирӳнтен сывал!» – тенӗ вара ӑна Иисус.
Ҫавӑн чухне Иисус нумай ҫынна чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларнӑ, суккӑр ҫынсенчен чылайӑшне куракан тунӑ.