27-28 Ҫав хӗрарӑм Иисус ҫинчен илтсе пӗлнӗ. «Унӑн тумтирне те пулин сӗртӗнсен сывалӑттӑм», – тесе шухӑшланӑ вӑл. Вара хайхискер халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтирне сӗртӗннӗ.
«Тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнме ирӗк парсам», – тесе йӑлӑннӑ вӗсем Ӑна. Сӗртӗнекеннисем вара сывалнӑ.
Вӑл тӗрлӗ тухтӑрсем патне ҫӳресе нумай нуша курнӑ, пӗтӗм укҫи-тенкине пӗтернӗ, анчах ним усси те пулман, унӑн сывлӑхӗ пушшех япӑхланса пынӑ.
Яла-и, хулана-и – Иисус кирек ӑҫта пырсан та – пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене уҫӑ лаптӑка илсе тухса вырттарнӑ. Вара Иисусран тумтир аркине те пулин сӗртӗнтерме йӑлӑннӑ. Ӑна сӗртӗнекенсем пурте сывалнӑ.
Чирлисене Павелӑн ал шӑллийӗпе е саппунӗпе витсен, лешсем сывалнӑ. Вӗсен ӑшӗнчи усал сывлӑшсем те туха-туха тарнӑ.
Урампа иртсе пыракан Петрӑн мӗлки те пулин чирлисем ҫине ӳктӗрччӗ тесе, ҫынсем вӗсене урама илсе тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ.