19 Анчах та Иисус ӑна пӗрле илмен. «Эсӗ киле кай та Хуҫа Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине тӑванусене каласа кӑтарт», – тесе кӑна хушса хӑварнӑ.
Унтан ҫав ҫын Вунхула ҫӗрне кайнӑ та Иисус ӑна мӗн туни ҫинчен каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Вара пурте тӗлӗннӗ.
«Эсӗ киле тавӑрӑн та Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине каласа пар». Лешӗ кайнӑ та Иисус хӑйшӗн мӗн тунине хулипех каласа ҫӳренӗ.
«Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?»