18 Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне хайхи усал ернипе асапланнӑ ҫын хӑйне те пӗрле илме йӑлӑннӑ.
Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Хайхисем Иисус патне пынӑ та акӑ мӗн курнӑ: ҫав ҫын, пулккипе усал ернӗскер, тумланса ларнӑ та чипер ӑс-тӑнпах ларать. Ҫакна курсан вӗсем хӑрасах кайнӑ.
Куҫӑн курнисем вӗсене усал ернӗ ҫынпа мӗн пулса иртнине те, сыснасем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.
Вара халӑх Иисуса хӑйсен ҫӗрӗ-шывӗнчен кайма тархасла пуҫланӑ.
«Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ Иисус! – тесе хыттӑн кӑшкӑрнӑ вӑл. – Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Турӑ ячӗпе Сана тархаслатӑп, ан асаплантар мана».