Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Ҫынсем темиҫе хут та унӑн алли-урине сӑнчӑрласа-тимӗрлесе пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрӗсене ватнӑ. Ӑна никам та лӑплантарма пултарайман.