13 Иисус ҫавӑнтах вӗсене ирӗк панӑ. Вара усал сывлӑшсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Унтан сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ, пурте путса вилнӗ. Кӗтӳре икӗ пине яхӑн сысна пулнӑ.
Сӑваплӑ япалана йытӑсене пӑрахса ан парӑр, хаклӑ ӗнчӗ шӑрҫана та сыснасем умне ан сапалӑр – вӗсем ӑна таптӗҫ кӑна, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ».
«Кайӑрах», – тенӗ вара Вӑл усалсене. Вӗсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Ҫавӑнтах пӗтӗм сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ те путса вилнӗ.
Усалсем пурте Иисуса: «Пире ҫав сыснасен ӑшне кӗме ярсам», – тесе йӑлӑннӑ.
Сысна пӑхакансем вара хуланалла чупнӑ та ҫавӑн ҫинчен хулара тата таврари ялсенче кала-кала кӑтартнӑ. Халӑх мӗн пулнине курма тухнӑ.
Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.
Христос, тӳпене ҫӗкленсе, Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ; Ӑна ангелсем те, ҫӳлти влаҫсемпе хӑватсем те пӑхӑннӑ.
Кайран, пин ҫул иртсессӗн, шуйттана тӗрминчен кӑларӗҫ. Вӑл тӗнчен тӑватӑ кӗтессинчи халӑхсене, Гог тата Магог текенскерсене, илӗртсе улталаса ҫӳрӗ, вӗсене вӑрҫа хатӗрленмешкӗн пӗр ҫӗре пуҫтарӗ. Вӗсен шучӗ – тинӗс ҫыранӗнчи хӑйӑр пӗрчисем чухлех.
Хӗрлӗ шӑрчӑксен патши – тӗпсӗрлӗх ангелӗ, еврейла ӑна Аваддон теҫҫӗ, грекла – Аполлион.