12 Усалсем пурте Иисуса: «Пире ҫав сыснасен ӑшне кӗме ярсам», – тесе йӑлӑннӑ.
Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Сӑваплӑ япалана йытӑсене пӑрахса ан парӑр, хаклӑ ӗнчӗ шӑрҫана та сыснасем умне ан сапалӑр – вӗсем ӑна таптӗҫ кӑна, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ».
Ҫавӑнтах, ту патӗнче, пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ.
Иисус ҫавӑнтах вӗсене ирӗк панӑ. Вара усал сывлӑшсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Унтан сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ, пурте путса вилнӗ. Кӗтӳре икӗ пине яхӑн сысна пулнӑ.
Ҫапла туни пире шуйттан ҫиеле тухасран хӑтарать; унӑн киревсӗр шухӑшӗсем пирӗншӗн паллӑ.
Ӑслӑ-тӑнлӑ та сыхӑ пулӑр: сирӗн тӑшман, шуйттан, арӑслан пек хӑрлатса, кама хыпса ҫӑтмаллине шыраса ҫӳрет.