Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 4:7 - Синодальный НЗ

7 Хӑшӗ пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ, вара калча пучах кӑларайман.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 4:7
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни Турӑ сӑмахне илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗ ун чӗринчи сӑмаха пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.


Хӑшӗ тата пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ.


Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ те тулли пучах кӑларнӑ: пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ, тепри утмӑл пӗрчӗ, тата тепри вӑтӑр пӗрчӗ пултарнӑ.


Анчах та хӗвел тухсанах ӑна ӗнтсе янӑ, тымар ярайман калча вара типсе ларнӑ.


Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ те шӑтса тухса пучах кӑларнӑ: пӗр пӗрчӗрен вӑтӑр пӗрчӗ, тепри утмӑл пӗрчӗ, тата тепри ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ.


Унтан Вӑл халӑха ҫапла каланӑ: «Асӑрханӑр, пуянлӑха ан хапсӑнӑр, мӗншӗн тесен ҫыннӑн пурӑнӑҫӗ пурлӑх нумаййинчен килмест».


«Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ҫиесшӗн, ӗҫсе ӳсӗрӗлесшӗн ҫӑткӑнланса ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе кӑмӑлӑрсене ан хуҫӑр. Ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен ан пултӑр,


Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах та пурӑнан пурӑнӑҫра вӗсене хӗвӗшӳ, пуянлӑх, ҫӗр ҫинчи киленӗҫ пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.


Хӑшӗ пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ