40 «Мӗншӗн эсир ҫав тери хӑравҫӑ? Нивушлӗ сирӗн ӗненӗвӗр ҫук?» – тенӗ Иисус вӗсене.
Иисус ҫавӑнтах аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ. «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекен, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн эсӗ иккӗленсе кайрӑн?»
Иисус вара вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла каланӑ: «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫӑкӑр илменни ҫинчен шухӑшлатӑр?
Эй, ҫителӗксӗр ӗнененекенсем! Паян пур та ыран вута кӑна пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫапла ҫи-пуҫ парать пулсан, сире тата ытларах памӗ-и?
«Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир ҫав териех хӑравҫӑ?» – тенӗ вӗсене Иисус. Унтан Вӑл, тӑрса, ҫиле те, тинӗсе те лӑпланма хушнӑ, вара ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.
Питӗ хӑраса кайнипе вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать».
«Ӑҫта сирӗн ӗненӗвӗр?» – тенӗ вара вӗсене Иисус. Вӗренекенӗсем хӑраса-тӗлӗнсе пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫнӑ: «Кам-ши Ку? Вӑл ҫиле те, шыва та хушать те – вӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ».