36 Вара вӗренекенӗсем, халӑхпа сывпуллашсан, Иисуса ларнӑ киммипех хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ. Унтах ытти кимӗсем те пулнӑ.
Иисус кимӗ ҫине ларсан вӗренекенӗсем те Унпа пӗрле ларнӑ.
Иисус чылайӑшне сыватнӑ. Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе чирлисем Ун патне талпӑннӑ. Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тулнӑран Иисус вӗренекенӗсене Хӑй валли кимӗ хатӗрлеме хушнӑ.
Иисус каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ. Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ. Вӑл тинӗс хӗрринчи кимӗ ҫинче пулнӑ, мӗн пур халӑх вара ҫыран хӗрринче тӑнӑ.
Ҫавӑн чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, вара хум ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑ.
Иисус кимӗ ҫинчен ансанах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ пӗр ҫын тӗл пулнӑ.
Иисус тинӗс леш енчен кимӗпе каялла тавӑрӑннӑ. Хӑй патне халӑх йышлӑ пухӑннӑран Вӑл пӗр вӑхӑт тинӗс хӗрринчех пулнӑ.
Вара вӗсем пӗр хӑйсем кӑна кимӗпе ҫын ҫук вырӑна ишсе кайнӑ.
Пӗррехинче Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: «Кӳлӗ тепӗр енне каҫар-ха». Унтан вӗсем ишме пуҫланӑ.