35 Каҫ пулса килнӗ чухне Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Тинӗс тепӗр енне каҫар-ха».
Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тинӗс леш енне Хӑйӗнчен маларах ишсе каҫма хушнӑ, Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.
Хӑй тавра халӑх пит нумай пухӑннине асӑрхасан вӗренекенӗсене Иисус кимӗпе тепӗр енне ишсе каҫма хушнӑ.
Иисус тинӗс леш енчен кимӗпе каялла тавӑрӑннӑ. Хӑй патне халӑх йышлӑ пухӑннӑран Вӑл пӗр вӑхӑт тинӗс хӗрринчех пулнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑнах Иисус вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларма, Хӑйӗнчен маларах тепӗр енне, Вифсаидӑналла, кимӗпе ишсе каҫма хушнӑ. Хӑй халӑха ӑсатма юлнӑ.
Вӗсенчен уйӑрӑлсан Иисус каллех кимӗпе тинӗс тепӗр енне кайма тухнӑ.
Пӗррехинче Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: «Кӳлӗ тепӗр енне каҫар-ха». Унтан вӗсем ишме пуҫланӑ.
«Ӑҫта сирӗн ӗненӗвӗр?» – тенӗ вара вӗсене Иисус. Вӗренекенӗсем хӑраса-тӗлӗнсе пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫнӑ: «Кам-ши Ку? Вӑл ҫиле те, шыва та хушать те – вӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ».
Кайран Иисус Галилея тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ. Ку тинӗсе тата Тивериада тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ.
Тӗттӗмленнӗ пулин те, Иисус ҫаплах пыман. Вара вӗсем, кимӗ ҫине ларса, тинӗс тепӗр енчи Капернаума ише пуҫланӑ.
Вара, Ӑна тинӗс тепӗр енче тупсан, тӗлӗнсе каланӑ: «Равви! Эсӗ хӑҫан кунта килме ӗлкӗртӗн?»