28 Ҫӗр хӑй тӗллӗнех ҫимӗҫ парать: малтан калча ӳстерет, унтан пучах кӑларттарать, кайран пучаха тултарать.
Калча ӳссе пуҫ кӑларсан вара ҫум курӑкӗ те палӑрнӑ.
Кайран вӑл каҫсерен ҫывӑрать, ирсерен тӑрать. Ҫав хушӑра вӑрлӑх шӑтса ӳсет, хайхи ҫын ку епле пулнине те пӗлмест.
Пулса ҫитнӗ пучах часрах ҫурла тыттарать, мӗншӗн тесен вырма вӑхӑчӗ ҫитнӗ».
Эпӗ ҫакна ҫирӗп шанатӑп: ырӑ ҫул ҫине сире Турӑ илсе тухнӑ, ҫав ҫулпах Вӑл сире Иисус Христос кунӗ ҫитичченех уттарӗ.
Сирӗн Турра тивӗҫлӗ, пур тӗлӗшрен те Ӑна юрӑхлӑ пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр. Кирек епле ырӑ ӗҫӗр те тухӑҫлӑ пултӑрччӗ, Турра пӗлесси ӳссех пытӑрччӗ.