26 «Турӑ Патшалӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ, – тенӗ тата Иисус. – Ҫын ҫӗре вӑрлӑх акать.
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман.
Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха хӑйӗн ани ҫине лайӑх вӑрлӑх акнӑ ҫынпа танлаштарма пулать.
Иисус халӑха ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ.
Унтан Иисус вӗсене тепӗр ытарлӑх каласа кӑтартнӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха сарӑ пӑрӑҫ вӑррипе танлаштарма пулать; ӑна пӗр ҫын хӑйӗн ани ҫине акнӑ.
Иисус вӗсене тата тепӗр ытарлӑх каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха кӑвас тӗпӗпе танлаштарма пулать. Хӗрарӑм кӑвас тӗпне илнӗ те виҫӗ витре ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ, вара пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарнӑ».
«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр», – тенӗ вӑл ҫынсене.
Ҫавӑнтан вара Иисус ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫланӑ. «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр!» – тесе вӗрентнӗ Вӑл.
Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ».
Кайран вӑл каҫсерен ҫывӑрать, ирсерен тӑрать. Ҫав хушӑра вӑрлӑх шӑтса ӳсет, хайхи ҫын ку епле пулнине те пӗлмест.
Иисус ҫапла каланӑ: «Турӑ Патшалӑхӗ мӗн евӗрлӗ? Ӑна мӗнпе танлаштарам-ши?
«Ҫак ытарлӑх акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх вӑл – Турӑ сӑмахӗ.
«Пӗр акаҫӑ вӑрлӑх акма тухнӑ. Вӑл акнӑ чух хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ; вара вӗсене таптаса пӗтернӗ, вӗҫен кайӑксем ҫисе янӑ.
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: тӑпрана ӳксен шӑтман тулӑ пӗрчи пӗр пӗрчӗ халлӗнех упранса юлать. Анчах та, хӑй пӗтсе шӑтса тухсан, тулли пучах пултарать.
Канӑҫлӑх кӳрекенсем вара лӑпкӑн ака тӑваҫҫӗ, тӳрӗлӗх ҫимӗҫне те вӗсемех пухса илӗҫ.