22 Вӑрттӑнни те паллӑ пулатех, пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех.
Вӑрттӑн туни курӑнмасӑр юлни ҫук, пытарса хӑварни те палӑрманни, ҫиеле тухманни ҫук.
Мӗншӗн тесен эпӗ сире Турӑ ирӗкӗ ҫинчен мӗн хыпарламаллине йӑлтах каларӑм.
Хамӑр курни-илтнине эпир калаймасӑр тӑраймӑпӑр».
Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.