Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 4:2 - Синодальный НЗ

2 Иисус вӗсене ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ, вӗсене ӳкӗтлесе ҫапла каланӑ:

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 4:2
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Мӗншӗн Эсӗ ҫынсене ытарлӑн каласа вӗрентетӗн?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗренекенӗсем ҫывӑхарах пырса.


Иисус халӑха ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ.


Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.


Унтан кайсан Иисус Иордан леш енчи ҫӗрсем урлӑ Иудея тӑрӑхне пынӑ. Каллех Ун патне халӑх пуҫтарӑннӑ, каллех, яланхи пекех, Вӑл ҫынсене вӗрентнӗ.


Иисус вӗсене ытарлӑн калама пуҫланӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара панӑ та хӑй урӑх ҫӗре тухса кайнӑ.


Малалла Иисус ҫапла вӗрентсе каланӑ: «Саккун вӗрентӳҫисенчен асӑрханӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтирпе саркаланса ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине килӗштереҫҫӗ.


Иисус вӗсене аяккарах чӗнсе илнӗ те ытарлӑн ҫапла каланӑ: «Епле-ха шуйттан шуйттана хӑваласа кӑлартӑр?


Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ. Ыттисене вара, тивӗҫлӗ маррисене, Эпӗ йӑлтах ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем куҫӗпе пӑхсан та курмаҫҫӗ, хӑлхипе илтсен те ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та, ҫылӑхӗсене каҫарттарас тесе, Турӑ енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».


«Ӗнтӗ итлӗр. Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ.


Аслӑ священник Иисусран Унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен, Унӑн вӗрентӗвӗ ҫинчен ыйтнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ