Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни Турӑ сӑмахне илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗ ун чӗринчи сӑмаха пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.
«Эй, Марфа, Марфа, – тесе хуравланӑ Иисус, – эсӗ нумайшӑн чӑрманса, хыпкаланса ҫӳретӗн, кирли вара пӗрре кӑна. Мария чи кирлине суйласа илчӗ, ҫавна унран никам та туртса илеймӗ».
Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр.
Мӗншӗн тесен эпир ӳтлӗ-юнлӑ ҫынсемпе ҫапӑҫмастпӑр. Эпир тӳпери пуҫлӑхсене, влаҫсене, ҫак тӗттӗмлӗх тӗнчине тытса тӑракансене, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи усаллӑх сывлӑшӗсене хирӗҫ тӑратпӑр.
Ку тӗнчере пуяннисене каласа ӳкӗтле: вӗсем хӑйсене ытлашши мӑнна ан хуччӑр, ултавлӑ пуянлӑхне мар, чӗрӗ Турра шанччӑр. Пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине Турӑ туллин парать.