17 анчах та вӗсем питӗ иккӗленчӗк, чун-чӗрисем тымарсӑр. Каярахпа, сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӗсем тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнаҫҫӗ.
Ман пирки иккӗленмен ҫын телейлӗ».
Ҫавӑнпа калатӑп сире: этемсен кирек епле ҫылӑхӗ те, хурлани те каҫарӑнӗ, анчах та Святой Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ.
анчах та унӑн чун-чӗри тымарсӑр та иккӗленчӗк. Сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӑл тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнать.
Ҫавнашкалах чуллӑ ҫӗре ӳкни те Турӑ сӑмахне илтсе ӑна тӳрех хавасланса йышӑнакансене пӗлтерет,
Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсенех пӗлтерет,
Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана кирек кама та каҫарӗҫ, анчах Святой Сывлӑша хурлакана каҫармӗҫ.
Вара Иисус Хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: «Эсир Ман сӑмахӑмран иртмесен Манӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗмсем пулӑр.
Ҫын умӗнче мухтавлӑ пулас текенсем сире ӳт кастарма хистеҫҫӗ, хӑйсем вара Христос хӗресӗшӗн пире ан хӗсӗрлеччӗр ҫеҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Асирисем пурте, ҫав шутрах Фигелпа Ермоген та, мана пӑрахнине эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ.
мӗншӗн тесен Димас мана пӑрахрӗ. Ку тӗнчери пурӑнӑҫа ытларах килӗштерсе вӑл Фессалоникӑна кайрӗ. Крискент Галатине тухса кайрӗ, Тит – Далматине. Манпа пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ.
Эпӗ судра малтанхи хут хӳтӗленсе калаҫнӑ чухне мана хавхалантарма никам та пымарӗ, пурте мана пӑрахрӗҫ. Ҫавӑ вӗсен ҫылӑхӗ шутне ан кӗтӗрччӗ!
Апла пулсан, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: Турӑ Ывӑлне ним вырӑнне хумасӑр, халала ҫирӗплетсе хӑйне тасатнӑ Юна сӑваплӑх вырӑнне хуман, ырӑлӑхлӑ Турӑ Сывлӑшне хурлакан ҫынна епле вӑйлӑрах айӑплав пулӗ!
Вӗсем хамӑр хушшӑмӑртанах тухрӗҫ, анчах вӗсем нихӑҫан та пирӗннисем пулман: вӗсем пирӗннисем пулсассӑн, пирӗнпех юлӗччӗҫ. Анчах вӗсем пирӗн йышран тухрӗҫ, ҫапла майпа вӗсем пуртех те пирӗннисем марри палӑрчӗ.
Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.
Санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн престолӗ ларнӑ вырӑнта пурӑннине пӗлетӗп. Сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен пӗлтерекен шанчӑклӑ Антипӑна вӗлерчӗҫ. Эсӗ ҫав вӑхӑтра та Ман ятӑма тытса пынине, Мана ӗненме пӑрахманнине пӗлетӗп.