5 Иисус, вӗсем хытӑ чунлӑ пулнӑран кулянса, вӗсене ҫилӗллӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс-ха». Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.
«Аллуна тӑс-ха», – тенӗ унтан Иисус ҫав ҫынна. Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.
Лешсене вара каланӑ: «Шӑмат кун ырӑ тумалла-и е усал тумалла? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен.
Хуҫамӑр ӑна ҫапла хуравланӑ: «Эй, икӗ питлӗскер! Сирӗнтен кашниех витере кӑкарӑнса тӑракан вӑкӑрне е ашакне ҫыххине салтса шӑмат кун шӑварма илсе каймасть-им вара?
Иисус вӗсене асӑрхасан каланӑ: «Эсир кайӑр та священниксене курӑнӑр». Вара лешсем ҫулпа пынӑ чухнех чиртен тасалнӑ.
Вара Иисус вӗсене пурне те пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна: «Аллуна тӑс», – тенӗ. Лешӗ тӑснӑ та, унӑн алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.
«Халӗ кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн», – тенӗ ӑна Иисус. Вӑл кайса ҫӑвӑннӑ та куракан пулса тавӑрӑннӑ. «Силоам» тени «янӑскер» тени пулать.
Эй, тӑвансем! Хӑвӑр пирки мӑнна хурса шухӑшласран эпӗ сире ҫак вӑрттӑнлӑха уҫса парасшӑн. Израиль халӑхӗ кутӑнлашса пурӑнасси яланлӑха мар, вӑхӑтлӑха кӑна. Чӑн Турра пӗлекен пулнӑ ытти халӑхсен шучӗ кирлӗ виҫене ҫитиччен ҫеҫ ҫапла пулӗ.
Анчах та Израиль ҫыннисен ӑсӗ хытса ларнӑ. Авалхи Халала вуланӑ чухне вӗсем ҫав пӗркенчӗке уҫаймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл Христос урлӑ кӑна уҫӑлать.
Вӗсен ӑс-тӑнӗ ҫуталман-ха. Турра пӗлменрен, хытӑ чун-чӗреллӗ пулнӑран вӗсем Турӑран ютшӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Ҫилленсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: хӗвел аниччен ҫиллӗр иртсе кайтӑр.
Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ.
Ҫавӑнпа Эпӗ вӑл ӑрӑва ҫилленсе ҫапла каларӑм: кусем шухӑш-кӑмӑлӗпе яланах аташаҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫул-йӗрӗме пӗлес темерӗҫ.
Хӗрӗх ҫула яхӑн Турӑ кама ҫилӗ тытса тӑнӑ-ха? Ҫылӑха кӗрсе шӑмми-шаккисене пуш хиртех хӑварнисене мар-и вара?
Вилсе чӗрӗлсессӗн Вӑл Хӑйне итлекенсемшӗн пуриншӗн те ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнӑ.
«Пирӗн ҫине ӳкӗр, – терӗҫ вӗсем тусемпе чулсене, – пире престол ҫинче Лараканӑн сӑнӗнчен тата Путек ҫиллинчен пытарса хӑварӑр!