4 Лешсене вара каланӑ: «Шӑмат кун ырӑ тумалла-и е усал тумалла? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен.
Иисус алли типнӗ ҫынна ҫапла каланӑ: «Маларах тух-ха».
Иисус, вӗсем хытӑ чунлӑ пулнӑран кулянса, вӗсене ҫилӗллӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс-ха». Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.
Вӗсем чӗнмен, мӗншӗн тесен ҫул тӑршшӗпех хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ пулнӑ.
Унтан Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сирӗнтен ыйтам-ха: шӑмат кун мӗн тумалла? Ыррине-и е усаллине? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен.