35 Мӗншӗн тесен кам Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнать, ҫав Манӑн тӑванӑм та, аннем те пулать».
«Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“ – тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ.
Кам Унӑн ирӗкне пурнӑҫлас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ Турӑран е Хамран пулнине те пӗлӗ.
Йӑпӑлтисем пек, куҫ умӗнче кӑна тӑрӑшкаланҫи ан тӑвӑр; пӗтӗм чунран Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа, Христос чурисем пек пулӑр.
Турӑ ирӗкне пурнӑҫласчӗ тесе, Вӑл сӑмах парса шантарнине илесчӗ тесе, малашне те тӳсӗмлӗ пулӑр.
Кам та кам Туррӑн паха саккунне, ирӗклӗх саккунне ӑша хывса пурнӑҫлать, ҫав хӑйӗн ӗҫ-пуҫӗнче телейлӗ пулӗ. Вӑл илтнине манакан мар, Турӑ сӑмахӗ хушнине туса тӑракан.
Ҫав шухӑш-кӑмӑлпа ҫирӗпленсе вара ҫӗр ҫинчи юлнӑ кун-ҫула ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн кайса мар, Турӑ ирӗкне пӑхӑнса пурӑнасчӗ тейӗр.
Тӗнче те пӗтет, тӗнче илӗртӗвӗсем те пӗтеҫҫӗ, Турӑ ирӗкне пурнӑҫлакан вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать.