30 Унӑн ӑшӗнче усал сывлӑш ларать тенӗрен Вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ.
Унӑн ӑшӗнче – Веельзевул, Иисус усал сывлӑшсене усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тесе калаҫнӑ Иерусалимран пынӑ саккун вӗрентӳҫисем те.
Анчах та кам Святой Сывлӑша хурлать, ӑна ӗмӗрне те каҫару пулмӗ. Ҫав ҫын ӗмӗрлӗхех айӑплӑ пулма тивӗҫлӗ».
Иисусӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Ун патне пынӑ та, хӑйсем пӳрте кӗмен, Ӑна чӗнсе тухма ыйтнӑ.
«Мӗн итлетӗр Ӑна? Усал ернипе Вӑл ҫапла ӑссӑрла калаҫать!» – тенӗ чылайӑшӗ.