28 Чӑн калатӑп сире, этем ывӑлӗсен кирек епле ҫылӑхӗсем те, кирек епле хурласа калаҫнисем те каҫарӑнӗҫ.
«Вӑл Турра хурлать», – тесе шухӑшланӑ ҫавӑн чухне хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисем.
Этем Ывӑлне хирӗҫ сӑмах калакана кирек кама та каҫарӗҫ, анчах Святой Сывлӑша хурлакана каҫармӗҫ.
Кам ӗненекен тӑванӗ вилӗм кӳмен ҫылӑха кӗнине курать, ҫав тӑванӗшӗн кӗлтутӑр. Турӑ вара ӑна чӗрӗлӗх парӗ. Ҫакна эпӗ вилӗм кӳмен ҫылӑха кӗнисем пирки калатӑп. Анчах та вилӗм кӳрекен ҫылӑха кӗрекенсем те пур. Сирӗн вӗсемшӗн те кӗлтумалла теместӗп эпӗ.