23 Иисус вӗсене аяккарах чӗнсе илнӗ те ытарлӑн ҫапла каланӑ: «Епле-ха шуйттан шуйттана хӑваласа кӑлартӑр?
Иисус халӑха ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ.
Ҫаксене пурне те Иисус халӑха ытарлӑн каланӑ, ытарлӑхсӑр нимӗн те вӗрентмен.
Вара Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Ҫырнинче: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“, – тенӗ вӗт».
Иисус вӗсене ытарлӑн калама пуҫланӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара панӑ та хӑй урӑх ҫӗре тухса кайнӑ.
Хирӗҫсе-пайланса кайсан патшалӑх тытӑнса тӑраймасть,
Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ. Ыттисене вара, тивӗҫлӗ маррисене, Эпӗ йӑлтах ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем куҫӗпе пӑхсан та курмаҫҫӗ, хӑлхипе илтсен те ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та, ҫылӑхӗсене каҫарттарас тесе, Турӑ енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».
Иисус вӗсене ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ, вӗсене ӳкӗтлесе ҫапла каланӑ: