Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 3:22 - Синодальный НЗ

22 Унӑн ӑшӗнче – Веельзевул, Иисус усал сывлӑшсене усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тесе калаҫнӑ Иерусалимран пынӑ саккун вӗрентӳҫисем те.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 3:22
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӗренекенӗ вӗрентекен пек пулсан, тарҫи хуҫи пек пулсан ҫитет вара. Кил хуҫине Веельзевул терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ пирки пушшех те ҫапла каламӗҫ-и?»


Акӑ Иоанн килчӗ те – типӗ тытать, эрех таврашӗ ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – теҫҫӗ ҫынсем.


Ҫавна илтсен фарисейсем вара ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл урӑх нимӗнле хӑватпа та мар, усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».


Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус патне Иерусалимри саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем пынӑ та ҫапла каланӑ:


Фарисейсем кӑна ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».


Пӗррехинче Иисус патне фарисейсем тата Иерусалимран пынӑ темиҫе саккун вӗрентӳҫи пухӑннӑ.


«Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать!» – тенӗ хӑшӗ-пӗрисем.


Пӗррехинче Иисус халӑха вӗрентнӗ. Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем те унта ларнӑ. Чирлисем сывалнипе Хуҫа Турӑ вӑй-хӑвачӗ палӑрнӑ.


Хӗл ларнӑ. Иерусалимри Турӑ Ҫуртне ҫӗнетнине асӑнмалли уяв ҫитнӗ.


Халӑх Ӑна хирӗҫ: «Сана усал ермен-и? Кам сана вӗлересшӗн?» – тесе каланӑ.


«Эпир Сан пирки Самари ҫынни, Санӑн ӑшунта усал сывлӑш тесе калани тӗрӗсех-иҫ», – тавӑрнӑ Ӑна иудейсем.


«Халӗ ӗнтӗ сана чӑнах та усал ернине пӗлтӗмӗр, – тенӗ Ӑна иудейсем. – Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара „Ман сӑмахӑма пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест“ тетӗн.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ