12 Иисус вара вӗсене Хӑй ҫинчен пӗлтерме хыттӑнах чарнӑ.
Вӗсене Иисус Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман.
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
Вара вӗсем куракан пулнӑ. «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр», – тенӗ хытарсах вӗсене Иисус.
«Чарӑн! – ҫирӗппӗн хушнӑ Иисус. – Тух ун ӑшӗнчен!»
Чылайӑшне Вӑл чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене те нумай хӑваласа кӑларнӑ. Усалсене Вӑл Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.
Вӑл чылай кун хушши ҫапла хӑтланчӗ. Вара Павел, тарӑхса кайса, ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те: «Иисус Христос ячӗпе эпӗ сана хӗрарӑм ӑшӗнчен тухма хушатӑп!» – терӗ усал сывлӑша. Ҫав самантрах усал сывлӑш ун ӑшӗнчен тухрӗ.