Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 3:11 - Синодальный НЗ

11 Иисуса курсан усал сывлӑшсем Ун умне ӳксе: «Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 3:11
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса, пуҫҫапса ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ!»


Хайхи шуйттан, илӗртсе тӗрӗслекен, Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш».


ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫакӑнтан сик. Ҫырнинче каланӑ вӗт-ха: „Турӑ Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, урупа чултан такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ“».


Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн».


Усалсем Иисуса: «Эсӗ пире хӑваласа кӑларатӑн пулсан, кӗтӳри сыснасем ӑшне кӗме хушсам», – тесе йӑлӑннӑ.


Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпар пророксем ҫырса хӑварнӑ пекех пуҫланать: «Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ». «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫа Турӑ валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!“»


Усал сывлӑшсем те нумай ҫын ӑшӗнчен: «Эсӗ – Христос, Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрса тухнӑ. Иисус вӗсене Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.


Иисуса курсан вӑл кӑшкӑрса янӑ та Ун умне ӳксе хытӑ сасӑпа: «Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Тархасласа ыйтатӑп, ан асаплантар мана!» – тенӗ.


«Ҫак ҫынсем – Ҫӳлти Турӑ чурисем! Вӗсем пире ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫинчен хыпарлаҫҫӗ!» – тесе кӑшкӑрса пычӗ ҫав хӗрарӑм Павелпа пирӗн хыҫӑмӑртан.


Турӑ сирӗн пухӑва ан айӑплатӑр тесен ҫиес текен килте ҫитӗр. Ыттине хам пырсан йӗркене кӗртӗп.


Турӑ пӗрре пулнине ӗненсе эсӗ аван тӑватӑн. Ҫакнах усал сывлӑшсем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе кӑна тӑраҫҫӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ