Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 2:9 - Синодальный НЗ

9 Паралич ҫапнӑ ҫынна мӗн калама ҫӑмӑлтарах? „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме-и е: „Тӑр, вырӑнна ил те утса ҫӳре“ теме?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 2:9
7 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.


Ун патне паралич ҫапнӑ пӗр ҫынна хӑй выртакан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус вӗсен ӗненӗвне курнӑ та паралич ҫапнӑ ҫынна: «Хӑюллӑрах пул, ачам! Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ.


– Мӗн калама ҫӑмӑлтарах: „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме е: „Тӑр та утса ҫӳре“ теме?


Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ:


Иисус Хӑйӗн чун-чӗмӗпе вӗсен ӑшри шухӑшӗсене ҫав самантрах пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта апла шухӑшлатӑр?


Вара Иисус хӗрарӑма каланӑ: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ