7 «Ку мӗн капла Турра хурлать? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултартӑр?»
Ҫакна илтсен, тарӑхнипе, священник хӑй ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: «Вӑл Турра хурларӗ! Унӑн айӑпне кӑтартакан мӗн тума кирлӗ тата пире? Вӑл Турра хурланине, акӑ, хӑвӑрах илтрӗр!
«Вӑл Турра хурлать», – тесе шухӑшланӑ ҫавӑн чухне хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисем.
– Вӑл Турра хурланине хӑвӑрах илтрӗр! Ҫакӑн пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр?» «Айӑплӑ, вӗлермелле», – тенӗ вара вӗсем пурте.
Ҫавӑнта темиҫе саккун вӗрентӳҫи ларнӑ, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче шухӑшланӑ:
Иисус Хӑйӗн чун-чӗмӗпе вӗсен ӑшри шухӑшӗсене ҫав самантрах пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта апла шухӑшлатӑр?
Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла шухӑшласа калаҫнӑ: «Вӑл Турра хурлать! Камах вара Вӑл? Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултарӗ?»
Унта ларакансем хӑйсен ӑшӗнче: «Ку кам-ши? Вӑл ҫылӑхсене каҫарма та пултарать», – тенӗ.
«Эпир Сана ырӑ ӗҫ тунӑшӑн вӗлересшӗн мар, – тавӑрнӑ иудейсем. – Эсӗ, ҫын пуҫҫӑнах Хӑвна Турӑ вырӑнне хурса, Турра хурлатӑн вӗт-ха!»
Эппин мӗншӗн-ха эсир Мана, Аттем Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ“ тенӗшӗнех Турра хурлатӑн, тетӗр?