Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 2:25 - Синодальный НЗ

25 Иисус вӗсене тавӑрса каланӑ: «Пӗррехинче Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑраса ҫитсен, вӑл мӗн тунине нихӑҫан та вуламан-им эсир?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 2:25
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вара ҫапла тавӑрса каланӑ: «Пултаракан чӑн малтанах ҫынсене арҫын тата хӗрарӑм пулмалла туни ҫинчен вуламан-им эсир?


«Ҫаксем Сан пирки мӗн каланине илтетӗн-и?» – тенӗ вӗсем Иисуса. «Илтетӗп, – хуравланӑ Иисус, – „пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисен чӗлхи-ҫӑварӗпе Хӑвна мухтава кӑларӑн“ тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-им?»


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-и?


Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Турӑ сире каланӑ ҫак сӑмахсене эсир вуламан-им?


Унта Иисус хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ типӗ тытнӑ, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ.


Пӗр кил-йышра ҫичӗ пӗртӑванччӗ. Асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ,


Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси пирки вара Моисей кӗнекинче каланӑ. Ҫунса тӑракан тӗмӗ ҫинчен каланӑ тӗле вуламан-им эсир? Унта Турӑ ӑна: „Эпӗ – Авраам Турри те, Исаак Турри те, Иаков Турри те“, – темен-им?


Иисуса фарисейсем ҫапла каланӑ: «Пӑх-ха, мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем шӑмат кун?! Тума юраманнине тӑваҫҫӗ».


Епле вӑл, Авиафар аслӑ священникра ларнӑ чухне, кӗлӗ ҫуртне кӗрсе Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене ҫинӗ, ҫав ҫӑкӑрсене хӑйпе пӗрле пулнисене те панӑ. Вӗсене священниксемсӗр пуҫне никамӑн та ҫиме юраман вӗт-ха».


«Саккунра мӗн ҫырнӑ? Эсӗ ӑна вуланӑ вӗт-ха», – тенӗ Иисус.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ