Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа никам та тултармасть. Апла тусан ҫӗнӗ эрех кивӗ сӑран хутаҫа ҫурса ярӗ те, эрехӗ те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ. Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа ямалла».
Унтан Вӑл тепӗр ытарлӑх каласа панӑ: «Никам та ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе кивӗ тумтир ҫине саплӑк лартмасть. Апла тусан вӑл ҫӗнӗ тумтирне те пӑсать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест.
Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.