Анчах та лешӗ, кайнӑ-кайманах, мӗн пулса иртни ҫинчен пурне те пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Иисусӑн вара хулана куҫкӗретӗнех кӗресси пӗтнӗ, Вӑл хула тулашӗнче, ялсӑр вырӑнсенче ҫӳренӗ. Ун патне халӑх пур ҫӗртен те пырсах тӑнӑ.
Ҫыран хӗррине тухсан Иисус унта ҫынсем нумай пулнине курнӑ. Вӑл ҫынсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ. Вара Иисус вӗсене чылай вӗрентнӗ.
Апостолсем вара Хуҫамӑр сӑмахне ҫирӗплетсе пӗлтерсе, вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. Ҫула май Самари тӑрӑхӗнчи ялсенче те Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.