Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 2:16 - Синодальный НЗ

16 Иисус налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апат ҫинине курсан фарисейсен саккун вӗрентӳҫисем Унӑн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Епле-ха Вӑл налук пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 2:16
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӗсене те итлес темесен вара ун ҫинчен ӗненекен ушкӑнрисене каласа кӑтарт. Ӗненекен ушкӑн та ӑна ӳкӗте кӗртеймесен, вӑл вара саншӑн урӑх халӑх ҫынни пекех, налук пухакан пекех пултӑр.


Хӑвӑра савакансене кӑна юрататӑр пулсан, эсир сӑвапа тивӗҫлӗ-и-ха? Налук пухакансем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им?


«Мӗншӗн-ха сирӗн Вӗрентекенӗр налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» – тенӗ ҫакна курсан фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене.


Пӗррехинче Иисуспа вӗренекенӗсем Левий килӗнче хӑналаннӑ. Вӗсемпе пӗрле тата налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем те нумаййӑн апатланнӑ, вӗсем Ун хыҫӗнчен яланах йышлӑн ҫӳренӗ.


«Ку мӗн капла Турра хурлать? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултартӑр?»


Фарисейӗ тӑнӑ та хӑй ӑшӗнче ҫапла кӗлтунӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Тавтапуҫ Сана, эпӗ ӗнтӗ вӑрлакан, кӳрентерекен, мӑшӑрӗсене улталакан ытти ҫынсем пек мар. Акӑ ҫак налук пухакан пек те мар.


Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус.


Ҫавна курсан ҫынсем: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ!» – тесе Иисуса ӳпкелешме пуҫланӑ.


Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусӑн вӗренекенӗсене ӳпкелешсе каланӑ: «Мӗншӗн эсир налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр?»


Пуху кӗрлесех кайнӑ: Моисей саккунне вӗрентекен хӑш-пӗр фарисейсем ура ҫине сиксе тӑрсах тавлаша пуҫланӑ. «Ку ҫынна айӑплама эпир нимле сӑлтав та курмастпӑр, – тенӗ вӗсем. – Тен, ҫак ҫын чӗлхи-ҫӑварӗпе ангел е Сывлӑш калаҫнӑ-ха? Турра хирӗҫ каяр мар».


Турӑ Сывлӑшӗллӗ ҫын йӑлтах хаклама пултарать, ҫыннине хӑйне никам та хаклаймасть.


Халсӑрланса кӑмӑл ҫирӗплӗхне пӗтерес мар тесен, ҫылӑхлӑ ҫынсен мӑшкӑлне Тӳсекенӗ пирки шухӑшлӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ