14 Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, налук пухмалли ҫуртра лараканскере, курнӑ. «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ ӑна Иисус. Лешӗ тӑнӑ та Ун хыҫӗнчен кайнӑ.
Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр».
Пӗррехинче Иисуспа вӗренекенӗсем Левий килӗнче хӑналаннӑ. Вӗсемпе пӗрле тата налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем те нумаййӑн апатланнӑ, вӗсем Ун хыҫӗнчен яланах йышлӑн ҫӳренӗ.
Андрей, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Фаддей, Симон Кананит
Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Зилот текен Симон,
Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда.