Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 2:12 - Синодальный НЗ

12 Лешӗ ҫав самантрах тӑнӑ та, вырӑнне илсе, пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Вара пурте шалтах тӗлӗнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ», – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 2:12
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус мӗн тунине курсан пӗтӗм халӑх тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакӑ Давид йӑхӗнчен Суйласа илни мар-и?» – тесе ыйтнӑ ҫынсем.


Халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ. Пурте Израиль Туррине мухтанӑ.


Усалне хӑваласа кӑларсан чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ. «Израильте кунашкалли нихӑҫан та пулманччӗ», – тесе калаҫнӑ халӑх тӗлӗнсе.


Халӑх вара, ҫакна курсан, питӗ тӗлӗннӗ, этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.


Пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗринчен ҫапла ыйтнӑ: «Мӗн пулчӗ ку? Мӗнле ҫӗнӗ вӗрентӳ ку? Вӑл усал сывлӑшсене те Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе хушать, лешсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ».


«Сана калатӑп: тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай».


Вара ун ҫине аллине хунӑ та, лешӗ ҫавӑнтах тӳрленсе тӑрса Турра мухтама пуҫланӑ.


Вӗсенчен пӗри хӑй сывалнине курсанах хытӑ сасӑпа Турра мухтаса каялла тавӑрӑннӑ.


Унта тӑракансем пурте шалтах тӗлӗнсе кайнӑ, хӑраса ӳкнипе вара Турра мухтама пуҫланӑ. «Паян эпир тӗлӗнмелле ӗҫ-пуҫ куртӑмӑр», – тенӗ вӗсем.


Ҫынсем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ, вӗсем Турра мухтаса каланӑ: «Пирӗн хушшӑмӑрта аслӑ пророк тупӑнчӗ! Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ!»


Кирек епле пулсассӑн та, чылайӑшӗ Ӑна ӗненнӗ. «Турӑ Суйласа илни килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара?» – тенӗ вӗсем.


Суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине халиччен илтменччӗ.


Вара канашра ларакансем апостолсене айӑплама май тупаймасӑр вӗсене юна-юнах кӑларса янӑ. Тата вӗсем халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен пулса иртнӗ ӗҫшӗн пурте Турра мухтанӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ