11 «Сана калатӑп: тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай».
Иисус, хӗрхенсе, аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал».
Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ:
Лешӗ ҫав самантрах тӑнӑ та, вырӑнне илсе, пурин умӗнчех тухса кайнӑ. Вара пурте шалтах тӗлӗнсе тата Турра мухтаса: «Кунашкаллине эпир нихӑҫан та курманччӗ», – тенӗ.
Чун-чӗм чӗрӗлӗхлӗ тӑвать, ӳт-пӳрен ним усси те ҫук. Манӑн сӑмахӑмсем вара чун-чӗмлӗ те чӗрӗлӗхлӗ.