8 Вара вӗсем тупӑклӑхран тухса тарнӑ, тӗлӗннипе питӗ хӑраса ӳкнӗ. Хӑранӑран вара никама та ним те каламан.
Хӗрарӑмсем тупӑклӑх патӗнчен васкасах кайнӑ. Вӗсем пӗр хӑраса та пӗр савӑнса Иисусӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ.
Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Ҫапах та эсир Унӑн вӗренекенӗсене тата Петра: „Иисус сире Хӑй каланӑ пекех Галилейӑра тӗл пулӗ, эсир Ӑна унта курӑр“, – тесе кайса калӑр».
Эрнен малтанхи кунӗнче, вырсарни кун, ирпе ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Хӑй унччен ҫичӗ усал сывлӑша хӑваласа кӑларнӑ Мария Магдалинӑна курӑннӑ.
Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, урана тӑхӑнмалли те ан илӗр. Ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр.
Вӗренекенӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ, куҫа темле сывлӑш курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ.