20 Вара вӗренекенӗсем кайнӑ та пур ҫӗрте те ӳкӗтлесе вӗрентнӗ; Хуҫамӑр вӗсене пулӑшсах тӑнӑ, хӑватсем кӑтартса вӗсен сӑмахӗсене ҫирӗплетнӗ. Аминь.
Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
Пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен халӗ нумайӑшӗ ҫыра пуҫларӗҫ ӗнтӗ.
Сӑмаха чӑн малтанах куҫӑн курса Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсем пире мӗн каласа панӑ, вӗсем те ҫавнах ҫыраҫҫӗ.
Апла пулин те Павелпа Варнава унта Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн вӗрентсе пайтах пурӑннӑ. Апостолсем Хӑйӗн тивлечӗпе вӗрентнине ҫирӗплетсе, Хуҫамӑр вӗсен аллипе хӑватсемпе паллӑсем пултарнӑ.
Халӑх хушшинче апостолсем нумай паллӑсемпе хӑватсем кӑтартнӑ. Хӑйсем вӗсем пӗр шухӑш-кӑмӑлпа тӑтӑшах Соломон притворӗнче пуҫтарӑннӑ.
Ҫакӑ вӑл тӗрлӗрен паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсен хӑвачӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе пулса пырать. Ҫапла майпа эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирик таран сарма пултартӑм.
Эпир вара, Турӑ ӗҫне тӑвакансем пулса, сире ҫапла йӑлӑнатпӑр: Турӑ ырӑлӑхне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.
эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн чуна парса тӑрӑшмасан пире айӑплав пулмӗ-и? Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне чӑн малтан Хуҫамӑр ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, Хӑйӗнчен илтекенсем каласа пани пирӗн ӑшра ҫав хыпара тӗреклетнӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне ҫирӗплетмешкӗн Турӑ Хӑй те паллӑсемпе хӑватсем, тӗрлӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартнӑ, Святой Сывлӑшӑн парнисене илмешкӗн те Унран ирӗк пулнӑ.